Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Тренкасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхине тата литературине юратакансем шкул шайĕнче иртекен олимпиадăна хутшăнма кăмăл турĕç. 7-11 классенче вĕренекенсем уроксем хыççăн тăван чĕлхепе литература пÿлĕмне пуçтарăнчĕç, олимпиада ыйтăвĕсем çине тĕплĕн хуравласа ĕçлеме пуçларĕç. Паллах, çак 36 вĕренекенрен район шайĕнчи ăмăртăва хутшăнса шкул чысне тивĕçлипе хÿтĕлекенсем пулаççех тесе шутлатпăр.

ozio_gallery_nano